Кӑҫал республикӑра 40 шыв башнине юсама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
ЧР Строительство министерстви конкурспа 40 яла палӑртнӑ. Вӗсенче шыв башнисене улӑштарӗҫ. Уйӑрнӑ субсидие 5 района пайласа парӗҫ: Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсене.
Кирилл Данилов «Муркаш Улӑпӗ–2023» номинацие тивӗҫнӗ. Кун пирки Муркаш муниципаллӑ округӗ официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
«Муркаш Улӑпӗ–2023» конкурс канмалли кунсем умӗн, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Муркашри культура ҫуртӗнче иртнӗ. «Чӑваш пики» конкурсра хӗрсем ӑмӑртаҫҫӗ пулсан, ку конкурса вара каччӑсемшӗн йӗркеленӗ. Хӑйсен маттурлӑхне тӑватӑ конкурсра ҫирӗплетмелле пулнӑ. Чи малтанах вӗсен хӑйсем пирки каласа пама тивнӗ, кайран — Раҫҫей армийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравлама. Унтах хӑйсен ҫаврӑнаҫулӑхӗпе тӗл пеме пултарассине дартс вӑййинче кӑтартма тивнӗ. Ҫаван пекех пултаруллӑ пулнине те ҫирӗплетсе памалла пулнӑ.
Ҫапла май вара «Муркаш Улӑпӗ–2023» ята Муркаш территори пайӗнчи Кирилл Данилов ҫӗнсе илнӗ. Турай территори пайӗнчи Ростислав Семенов «Тавҫӑруллӑ Улӑп» ята тивӗҫнӗ; Йӳҫкасси территори пайӗнчи Данил Барминов — «Пултаруллӑ Улӑп» ята; Хорнуй территори пайӗнчи Сергей Павлов — «Патвар Улӑп» ята; Оринин территори пайӗнчи Никита Павлов — «Спортпа туслӑ Улӑп» ята.
Уява ача-пӑчасен «Фантази» хореографи ансамблӗн номерӗсем илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех Муркаш тӑрӑхӗнчи ытти пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Паян 15 сехет тӗлне М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнче, икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Ҫав йышра - икӗ ача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" водителӗ, 38 ҫулти арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Лада Грантӑпа" ҫапӑннӑ. Арҫын авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Иномаркӑри 35 ҫулти хӗрарӑм, 11-ти хӗрачапа 10-ри арҫын ача аманнӑ. "Лада Грантан" 27 ҫулти водителӗ тата 24-ри пассажирка суранланнӑ.
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи IX-мӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.
Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва ҫичӗ вӗрентекен хутшӑннӑ. «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» секцире 1-мӗш вырӑна Калайкасси шкул вӗрентекенӗ Алевтина Шишкина тухнӑ, 2-мӗш вырӑна — Москакасси шкул вӗрентекенӗ Ирина Пушкина.
«Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» секцире Шатракасси шкулӗнче нумай ҫул ӗҫлекен Ольга Вишневӑна ҫитекен пулман. 2-мӗш вырӑнта — Муркаш шкул вӗрентекенӗ Елена Исакова, 3-мӗшӗнче — Ҫатракасси шкулӗнчи Людмила Никитина.
Ильинка шкулӗнчи Людмила Семенова «Сапӑрлӑх тӗллевӗсене тӗпе хунӑ урок» номинацире ҫӗнтернӗ, «Йӑла-йӗрке тытса пыма вӗрентекен урок» номинацире — Сыпайӗнчи Надежда Яковлева.
Мероприяти Ярапайкассин шкулӗнче ӗҫлекен Алевтина Димитриева «Петӗр Хусанкай пултарулӑхне ФГОСпа килӗшӳллӗ вӗрентмелли мелсем» темӑпа рттернӗ мастер-класпа вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «МТС» компани Патӑрьел районӗнчи темиҫе ялта (Сӑкӑтра, Ҫӗнӗ Ахпӳртре, Тӑрӑнта, Куславккара, Кивӗ Ахпӳртре, Пӑлакассинче, Кӗҫӗн Патӑрьелте) пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ (ҫеккунтра — 100 Мбит) интернет ӗҫлеттерсе янӑ.
Министерство хыпарӗнче Сӑкӑт ялӗ чӑваш халӑх писателӗ, поэт тата драматург Юхма Мишши ҫуралнипе паллӑ тесе асӑнса хӑварнӑ.
Маларах МТС Муркаш тата Вӑрмар муниципалитет округӗсенче хӑйӗн сетьне ҫӗнетнӗ.
Паян шартлама сивве пула республикӑри 7 ял электроэнергисӗр тӑрса юлнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав 7 ялта 763 кил, вӗсенче 1591 ҫын пурӑнать. Ҫав йышра - социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 3 объект. Электроэнерги аварийӗ Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсене пырса тивнӗ.
Авариллӗ бригадӑсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ.
15 сехет те 35 минутра пӗтӗм яла электроэнерги панӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ.
Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ.
Ӗнерхи каҫ тӗлне республикӑри виҫӗ районти хӑш-пӗр ялта электричество пулман. Муркаш, Вӑрмар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пурӑнакансем ҫутӑ ҫукки пирки шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи ир тӗлне тӑватӑ ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенче – 677 кил, унта 1 пин те 321 ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра авариллӗ 4 бригада ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 11 ҫын, 4 техника.
Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем.
Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Бригадӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Хамӑраннисем ӗлкӗрейменрен кӳршӗ регионсенчен те специалистсене чӗннӗ.
Хальхи вӑхӑтра энергетиксен 72 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 235 специалист, 92 техника.
Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.
Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.
Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.
Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.